Кӑҫалхи кӗркунне РФ Патшалӑх Думине тата Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашне депутатсен суйлавӗ иртмелле. Унччен вара Раҫҫейри чи пысӑк партисенчен пӗри, «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей», парти ячӗпе суйлава тухакансен хушшинче сасӑлав ирттерет. Ӑна ют чӗлхерен йышӑннӑ сӑмахпа каласан, праймериз тени пулать. Праймериза хутшӑнакансем те хастаррине палӑртмалла. Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗн вице-спикерӗн Николай Маловӑн, акӑ, хӑйӗнпе пӗр пек хушаматлӑ виҫӗ кандидатпа кӗрешме тивӗ. Етӗрнери 9-мӗш суйлав округӗнче праймериза тата тепӗр виҫӗ Малов хутшӑнма шут тытнӑ иккен. Вӗсен хушшинче ӗҫсӗр ҫын та, усламҫӑ та, ҫар оркестрӗн дирижерӗ те пур.
Маларах эпир «Наблюдатель» (чӑв. Сӑнавҫӑ) общество юхӑмӗ Ҫӗнӗ Шупашкарти ача пахчисем тата шкулсенче политика сӗмӗллӗ реклама пуррине асӑрханине, ҫавӑн пирки Ҫӗнӗ Шупашкарти прокуратурӑна пӗлтернине хыпарланӑччӗ.
Дарья Адюкова усал шыҫӑпа чылай вӑхӑт кӗрешнӗ. Вӑй пур таран парӑнтарма тӑрӑшнӑ вӑл ҫак амака. Шел, ҫамрӑкскер ҫу уйӑхӗн 14-мӗшӗнче куҫне яланлӑхах хупнӑ.
Даша Германире сипленнӗ. Ӑна пулӑшмашкӑн ырӑ чунлӑ ҫынсем укҫа та пухнӑ. Пурте вӑл сываласса шаннӑ. Анчах…
Даша 1997 ҫулхи пуш уйӑхӗн 31-мӗшӗнче Ҫӗнӗ Шупашкарта ҫуралнӑ. 2014 ҫулта 6-мӗш гимназирен вӗренсе тухнӑ. Вӑл И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУн информатикӑпа шутлав техникин факультетӗнче 2-мӗш курсра ӑс пухнӑ. ЧПУшӑн чылай ӗҫ тунӑ вӑл. Пике тӗрлӗ конкурса хутшӑннӑ. Ҫемьере — пӗртен пӗр хӗр.
Ҫитес суйлавра ҫӗнтерес тесе тапаҫланакансенчен хӑшӗсен ҫывӑрсан та ыйхӑ килмест пулӗ. Вӗсем ҫине тӑрсах унта та кунта ҫитеҫҫӗ, ӑна та кӑна уҫаҫҫӗ, саламламаллине саламлаҫҫӗ, пуҫ таймалла ҫӗрте пуҫ таяҫҫӗ, йӑл кулмалла чух йӑл кулаҫҫӗ. Кандидатсем ватӑсемпе тата ачасемпе ӑшшӑн калаҫнине фотографӗсем те наччасрах сӑн ӳкерсе илеҫҫӗ. Мӗн тӑвӑн, политикӑра та реклама кирлӗ.
«Наблюдатель» (чӑв. Сӑнавҫӑ) общество юхӑмӗ хӑйсене ытла та хастаррӑн, ҫине тӑрсах кӑтартакансене ырламасть. Вӑл Ҫӗнӗ Шупашкарти ача пахчисем тата шкулсем тӑрӑх ҫаврӑнса тухнӑ та политика сӗмӗллӗ реклама пур тесе пӗтӗмлетнӗ. Шкулсенче те, ача пахчисенче те политика реклами сӗмӗллӗ агитматериал ҫакӑнса тӑрать-мӗн. Юхӑм ертӳҫи Алексей Глухов пӗлтернӗ тӑрӑх, кун пирки Ҫӗнӗ Шупашкарти прокуратурӑна пӗлтернӗ. Ҫывӑх вӑхӑтра хастарсем Шупашкарти шкулсемпе ача пахчисене те пӑхса ҫаврӑнасшӑн.
Ҫӗнӗ Шупашкарта 500 ҫын ҫӗнӗ хваттере пурӑнма куҫаймаҫҫӗ. Сӑлтавӗ — ҫӗнӗ ҫурта халӗ те хута ярайманни.
Кун пирки ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев ирттернӗ канашлура та калаҫнӑ. Ҫӗнӗ Шупашкарти «Юханшыв бульварӗ» микрорайонта виҫӗ ҫӗнӗ ҫурта темиҫе ҫул ӗнтӗ тӑваҫҫӗ.
Ҫуртсене 2014 ҫултах хута яма шантарнӑ. Анчах пӗрремӗш ҫурчӗ те 90 процент чухлӗ ҫеҫ хатӗр. Иккӗмӗшне 10-мӗш хут таран хӑпартнӑ. Виҫҫӗмӗшне тума тытӑннӑ кӑна-ха.
Строительство организацийӗ «ҫывӑрнӑ» вӑхӑтра 500 яхӑн ҫын кунӗн-ҫӗрӗн ку ыйту пирки шухӑшлать, ҫӗнӗ хваттер уҫҫине кӗтет. Пӗтӗмпе 504 килӗшӳ тунӑ-мӗн, ҫынсем 508 миллион тенкӗ укҫа хывнӑ. Подрядчик укҫа пухсан та мӗншӗн хӑйӗн тивӗҫнӗ пурнӑҫламанни — пысӑк ыйту.
Компани вара строительствӑна ҫитес вӑхӑтра ҫӗнӗрен пуҫӑнасси пирки калать. Стройкӑна вӗсем виҫӗ ҫулта туса пӗтерме шантараҫҫӗ. Ҫапла, шантарнине виҫӗ ҫул кӗтеҫҫӗ. Ытларах мар пулсан…
Ҫӗнӗ Шупашкарти 17-мӗш ача пахчине Пӗрремӗш каналпа кӑтартӗҫ. Ачасене экологи тӗлӗшӗнчен воспитани пани федераци каналӗн журналисчӗсене кӑсӑклантарнӑ.
«Чебурашка» ача пахчинче ҫитӗнекен ӑрӑва экологи воспитанийӗ парас тӗлӗшпе нумай ӗҫлеҫҫӗ. Ҫуркунне пахчара шӑнкӑрч вӗллисем ҫакнӑ. Пӗчӗк экологсем минипитомникре лартнӑ чӑрӑшсене те тӑрӑшсах пӑхса тӑраҫҫӗ.
Ачасем ҫуркунне тухнӑ пирвайхи ӳсентӑранпа, хурт-кӑпшанкӑпа кӑсӑкланаҫҫӗ. Тӗкӗрҫ рашчинче те час-часах пулаҫҫӗ вӗсем.
Ҫӗнӗ Шупашкарти «Чебурашка» ача пахчинче шӑпӑрлансене экологи тӗлӗшӗнчен воспитани пани пирки «Ырӑ ир» кӑларӑмра кӑтартӗҫ.
Ҫӗнӗ Шупашкар ҫывӑхӗнчи дачӑри ҫуртсем ҫырманалла ишӗлеҫҫӗ. Шупашкар район администрацийӗн хыпарӗ савӑнтармасть — ҫӗр малаллах йӑтӑнать.
Муниципалитетра шар курнӑ ҫынсен тӑкакне саплаштарма укҫа ҫук-мӗн. Специалистсем ку ыйтупа ЧР Ҫутҫанталӑк пурлӑхӗсен тата экологи министерствине ҫитме сӗнеҫҫӗ.
Ака уйӑхӗн 29-мӗшӗ тӗлне «Заря» дачӑра 3 ҫурт шар курнӑ. Ав Ольга Гаврилова ҫемйипе ку лаптӑкпа 30 ытла ҫул усӑ курать. Халӗ сезон ҫывхарать, анчах дача ҫукпа пӗрех унӑн.
Ҫу уйӑхӗн 1-мӗшӗнче халӑхпа пуху ирттерме палӑртнӑ. Мӗнле йышӑну тӑвӗҫ вӗсем — хальлӗхе калама хӗн.
Чӑваш Енре тӳрех ултӑ професси конкурсне пӗтӗмлетнӗ. Вӑл икӗ тапхӑрпа иртнӗ: муниципалитет тата республика шайӗнче.
Ҫӗнтерӳҫӗсене ака уйӑхӗн 26-мӗшӗнче палӑртнӑ. Мала тухнисене укҫан хавхалантараҫҫӗ. Кӑҫал «Ҫулталӑкри чи лайӑх вӗрентекен» ята Муркаш шкулӗнче вырӑс чӗлхипе литературине вӗрентекен Алина Паладьева тивӗҫнӗ. Ӑна 150 пин тенкӗ преми панӑ.
«Ҫулталӑкри чи лайӑх воспитатель» ята Ҫӗнӗ Шупашкарти «Чебурашка» ача пахчинчи Татьяна Шавикова илнӗ. Куншӑн 100 пин тенкӗ парӗҫ. Ытти номинацире 50 пин тенкӗ парӗҫ. Куславккари 3-мӗш шкул вӗрентекенӗ Ольга Полозова «Чи лайӑх класс ертӳҫи» пулса тӑнӑ.
Кӑҫал «Ҫулталӑкри чи лайӑх социаллӑ педагог» ята Шӑмӑршӑ шкулӗнчи Ирина Ревунова тивӗҫнӗ. «Ҫулталӑкри чи лайӑх педагог психолог» — Ҫӗнӗ Шупашкарти 1-мӗш ача сачӗн психолог педагогӗ Елена Визгина.
ЧР Ҫамрӑк педагогсен канашӗ пуҫарӑвӗпе кӑҫал «Педагогика дебючӗ» республика конкурсӗ пӗрремӗш хут иртнӗ. Унта Ҫӗмӗрлери 8-мӗш гимназире ют чӗлхе вӗрентекен Екатерина Солдатова ҫӗнтернӗ.
Ку ачасем хӑрушлӑхран, ҫӳллӗшӗнчен хӑрамаҫҫӗ ахӑртнех. Хӗрачасем ҫӳллӗ ҫурт тӑррине хӑпарса селфи тунӑ. Вӗсене иртен-ҫӳрен асӑрханӑ та полицие чӗннӗ.
Ку хыпара Эльвира Емельянова «Про Город» хаҫата пӗлтернӗ. Вӑл хӗрачасем Тӗкӗрҫ ращинчи 4-мӗш ҫурт тӑрринче селфи ӳкерӗннине асӑрханӑ.
Хӗрарӑм ҫав ҫурта хирӗҫ пурӑнать. Ачасем ҫурт тӑрринче ҫӳренине икӗ кун курнӑ вӑл. 13–14 ҫулсенчи пек курӑнаканскерсем ҫурт тӑрринче чылай ҫӳренӗ, унтан хӗррине пырса сӑн ӳкерӗннӗ. Хӗрарӑм тек чӑтайман — полицие шӑнкӑравланӑ.
Ҫурт тӑрринче шкул ачисем ҫӳренине управляющи компанине тӳрех пӗлтернӗ.
Шупашкарта тата Ҫӗнӗ Шупашкарта килсӗр-ҫуртсӑр чӗрчунсене вӑхӑтлӑх усрамалли ҫуртсем тӑвасшӑн. Шупашкар хула депутачӗсем ҫак тӗллевпе 3 миллион тенкӗ уйӑрма пӑхса хӑварнӑ.
Хуҫасӑр чӗрчунсене Сӗнтӗрвӑрри шосси хӗрринчи йӑлари хытӑ каяшсен хупӑннӑ свалки ҫывӑхӗнче уҫасшӑн.
«Тыт та персе пӑрах е эмел парса вӗлер», — тесе касса татма пулать-ха килсӗр-ҫуртсӑр йытӑ-кушак пирки. Анчах Чӑваш Енре йышӑннӑ 204-мӗш номерлӗ йышӑну апла тума чарать. Унта хуҫасӑр чӗрчунсене ятарлӑ пунктсене тытса кайса вӗсен хуҫи тупӑниччен 6 уйӑх тытма пӑхса хӑварнӑ.
Йытӑ-кушака, чӗрчунсене шеллекенсем, вӗсене хутӗлекенсем асӑннӑ йышӑнӑва та ырласах каймаҫҫӗ-мӗн-ха. Хайхисен шучӗпе хуҫи пуррипе ҫуккине тытса кайнӑ чухне палӑртма май ҫук. Апла-и, капла-и, анчах ака уйӑхӗн 27-мӗшӗнче Ҫӗнӗ Шупашкарта та чӗрчунсен приючӗн проектне хӑтланӑ.
Маларах эпир Ҫӗнӗ Шупашкарта зоокӗтес уҫни пирки пӗлтернӗччӗ.
Ҫӗнӗ Шупашкар ҫыннисене савӑнӑҫлӑ хыпар хӑпартлантарнӑ. Хулара зоопарк уҫӑлнӑ.
Унта килти тата тискер чӗрчунсене курма май пур. Пӗтӗмпе зоопаркра 20 яхӑн чӗрчун кӗтес тупнӑ. Зоокӗтес ака уйӑхӗн 27-мӗшӗнче Тӗкӗрҫ ращинче савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫӑлнӑ.
Зоопарка килекенсем кашкӑра, ашака, тилле, кроликсене, поние, сысна ҫурисене, кӑрккасене, чӑхсене, автана, сурӑхсене, качака путеккине, йӗкехӳрене курма пултарӗҫ. Мероприятие ЧР сывлӑх сыхлавӗн министрӗ Алла Самойлова та хутшӑннӑ.
Зоокӗтес уҫӑлнӑшӑн ачасем уйрӑмах савӑннӑ. Вӗсем халӗ чӗрчунсене ҫывӑхран курма, вӗсене сӑнама пултарӗҫ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (26.12.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 762 - 764 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Василий Давыдов-Анатри, чӑваш халӑх сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Мишутин Николай Степанович, ҫыравҫӑ ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |